Контент патне куҫ

Аттай Марк Сергеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
21:11, 29 Чӳк уйӑхӗн 2005 вӑхӑтри верси PCode (Сӳтсе яв | хушни)
(танл.) ← Унчченхи верси | Хальхи верси (танл.) | Тепӗр верси → (танл.)

Аттай Марк Сергеевич (чăн хушамачĕ Терентьев), — сăвăç. 1905 çулхи ака уйăхĕн 7 Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Красноармейски районĕ) Олăхри Упи (халĕ Çĕньял Упи) ялĕнче çуралнă. 1942 çулта фронтра вилнĕ.

1934 çултанпа СССРăн ÇП членĕ шутланать.

Пурнăçĕ

Янкасри пуçламăш шкулта, Шупашкарти ĕçченсен факультечĕнче вĕреннĕ. «Канаш» хаçат редакциĕнче ĕçленĕ. Çавăн пекех Çĕпĕрте тата Канаш районĕнче ачасене шкулта вĕрентнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, унта хăйĕн пуçне хунă.

Ĕçĕсем

Пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Хĕрлĕ сăнă» (1927);
  • «Çамрăк хунав» (1932).